+12 °С
Облачно


2024 çулта арçын республикăри Халăха социаллă пулăшу паракан центрпа контракт алă пуснă. Асăннă учреждени ял çыннине мăйракаллă шултра выльăх туянма тата усламçă ĕçне илсе пыма 350 пин тенкĕлĕх субсиди уйăрнă.
Усал шухăшлă çын укçасемпе усă курни çинчен отчет тата выльăх туянни çинчен çирĕплетекен суя документ кăтартнă. Анчах та чăннипе арçын укçа-тенкĕпе хăйне кирлĕ пек усă курнă.
Пушкăртстанри прокуратурăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, арçын хăй айăпне пĕтĕмпе йышăннă тата тăкаксене саплаштарнă. Суд мошенника 100 пин тенкĕ штраф тÿлеме йышăннă.