+18 °С
Облачно


Темиçе уйăх тăршшĕ хĕрарăм патне социаллă службăсен психологĕсем тесе шăнкăравланă. Аферистсем ăна çывăх çыннине çухатнă хыççăн пулăшас тесе укçа-тенкĕсене счетсенчен хывса каланă адрессемпе посылкăсем туса ярса пама хушнă. Мошенниксем инструкцисем панă тăрăх, хĕрарăм усал шухăшлă çынсем патне 4,5 млн тенкĕлĕх тăватă посылка ăсатнă.
Полици ĕçченĕсем мошенникла хăтланнишĕн (РФ УК 159 статьйин 4 пайĕ) уголовлă ĕç пуçарнă.