

ПушкӑртстанриВетеринарипатшалӑхкомитечĕ палӑртнӑтӑрӑх, выльӑх-чӗрлӗхе карта тытнӑ вырӑнсенче, хуҫисем е кӗтӳҫсем сӑнаса тӑнипе ҫеҫ кӗтме пулать.Урамсемпе парксенче, скверсемпе лапамсенче, автомобильпе чукун ҫулĕсен таврашĕнче (саккунпа палăртнă тĕслĕхсемсĕр пуçне), ҫынсем канакан тата шыва кӗмелли вырӑнсенче, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх ҫӗрӗсенче кӗтӳ кӗтме чарнӑ.
Выльӑхсене пурне те ветеринари специалисчӗсем регистрацилесе шута илмелле, вакцинаци ирттермелле. Кӗтӳри выльăхсен шыв патне пыма ирĕк пулмалла. Чирлӗ чӗр чунсене кӗтӗве кӑларма юрамасть, чирӗн пӗрремӗш паллисем пулсанах ветеринари специалисчӗсем патне каймалла, чирлисене сывлăхлисенчен уйӑрмалла.
Хытă коммуналлă каяшсен тăкакан вырăнсенче, выльӑх-чӗрлӗх масарӗсен, тасатмалли сооруженисен тата ытти объектсен унчченхи тата ӗҫлекен полигонӗсен территорийӗсенче выльăх-чӗрлӗх тытма тата кӗтӳ кӗтме чарнӑ. Сыснасене ирĕке кăларма юрамасть, вĕсене картара е лупас айĕнче усрамалла.
Выльӑх -чӗрлӗх кӗтмелли йӗркене пӑсакансене штрафпа айӑплама пултараҫҫӗ: граждансене 2000 тенкӗрен пуҫласа 4000 тенкӗ таран; должноҫри ҫынсене 7000 тенкӗрен пуҫласа 10 000 тенкӗ таран, организацисене 20 пинрен пуҫласа 25 пин тенкӗ таран.Унсӑрпуҫне тепӗр хут йĕркене пӑссан штраф граждансемшĕн 4,5 пин тенкӗрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсемшĕн – 12 пин тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран, организацисемшĕн – 30 пинрен пуҫласа 45 пин тенкӗ таран ÿсĕ.