

64 ҫулти вырӑнтиҫынпатшалӑх органӗсен суя ӗҫченӗсене ӗненсе хӑйӗн мӗнпур мулне — 21,9 миллион ытла тенкине - ҫухатнӑ.
Шалти ĕçсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, апрель уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа май уйӑхӗн 7-мӗшӗччен усал шухӑшлӑ ҫынсем пенсионерпа телефонпа тата мессенджерсемпе ҫыхӑннӑ. Ултавҫӑсем хăйсене пенси фончӗн, Нумай функциллĕ центрăн (МФЦ), "Госуслуги" порталӑн тата ФСБ ӗҫченӗсем тесе ĕнентернĕ. Вӗсем арҫынна пенсие тепӗр хут шутлассипе, терроризма укҫа-тенкӗпе пулăшни ҫинчен калакан уголовлӑ ӗҫпе тата укҫана "ҫӑлас" тесе деклараци иртмелле тесе хăратнă.
Юлашкинчен пенсионер счет ҫинчи мӗнпур укҫине хывса илнӗ. Апрель уйӑхӗн 21- мӗшӗнче вӑл курьера 5 миллион тенкӗ панӑ, май уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата 16 миллион ытла. Банк ӗҫченӗсем пысăк виçепе укçа илнипе кăсăкланса арҫынпа профилактика калаҫӑвӗсем ирттернӗ пулсан та вӑл пурпӗрех ултавçăсен серепине лекнĕ. Арçын банк ĕçченĕсене укçине куҫман пурлӑх (çурт-йĕр) валли пухатăп тесе хуравланӑ.