Урал сасси
+27 °С
Облачно

Автомобилĕн запас пайĕсене сутакан арçын хĕре улталанă

Салават хулинчи  суд мошенникла хăтланнă арçын тӗлӗшĕпе приговор кӑларнӑ.

Автомобилĕн  запас пайĕсене сутакан арçын хĕре улталанăАвтомобилĕн  запас пайĕсене сутакан арçын хĕре улталанă
Автомобилĕн запас пайĕсене сутакан арçын хĕре улталанă

2024 ҫулхи май уйӑхӗнче арҫын интернетра "Киа Рио"автомобиль алӑкне шырани пирки пӗлтерӳ тупнӑ. Кирлипе тивĕçтерме май пулмасан та вӑл туянакана 17 пин тенкӗпе запас пайсем илме сӗннӗ. Хӗр арçыннӑн банк счечӗ ҫине укçа куҫарнӑ. Усал шухăшлă çын унпа хăйне кирлĕ пек усă курнă.

Хула ҫынни айӑпĕн пĕр пайне çеç йышӑннӑ, ăна маларах та судпа айӑпланă пулнă. Суд ăна 1 ҫул та 10 уйӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас