Урал сасси
+25 °С
Облачно

Руль умне ÿсĕр ларнишĕн машинине туртса илнĕ

Белорецк хулинчи суд иккĕмĕш хут ÿсĕр пуçпа автомобиль илсе пынишĕн йĕрке хуралçисен аллине лекнĕ.

Руль умне ÿсĕр ларнишĕн машинине туртса илнĕРуль умне ÿсĕр ларнишĕн машинине туртса илнĕ
Руль умне ÿсĕр ларнишĕн машинине туртса илнĕ

Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче вырăнта пурăнакан çын алкоголь ĕçнĕ хыççăн «Форд Фокус» рулĕ умне ларнă. Вăл маларах та çак ĕçшĕн административлă явап тытнă пулнă.

Çул çинче водителе автоинспекторсем тытса чарнă, вĕсем вăл ÿсĕр пулнине çирĕплетнĕ. Суд арçынна пĕр çуллăха тĕрĕслев срокĕпе условлă майпа ирĕксĕр хăварнă. Ăна виçĕ çул руль умне ларма чарнă тата ют çĕршывра туса кăларнă автомобильне патшалăх шутне туртса илнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас