

Вĕсем хĕр ача патне шӑнкӑравланӑ, чечек туянас тесе саккас парсан йÿн хакпа илме пулнине пĕлтернĕ. Хĕрĕн ссылкӑпа иртмелле пулнӑ, ун хыҫҫӑн йĕрке хуралĕн суя ӗҫченӗсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Преступниксем шкул ачине унăн ҫемйине уголовлӑ айӑплав кĕтнипе хăратнă, укҫана хӑрушлӑхсӑр счечĕ ҫине куçарма ӗнентернӗ. Хӗр ача амӑшӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ, СМСри кодсене каланă, ун хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн кредит счечӗ ҫинчен 140 пин тенкӗ хывса илнĕ.
Пушкӑртстан Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мошенниксем укҫа-тенкĕпе онлайн-туянусене тӑкаклани паллӑ.
Полицейскисем çак ĕçпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.