

Каччă Татӑшлӑ районне кукамӑшӗпе кукашшӗ патне хӑнана килнӗ. Пенсионерка ун патне арҫын шӑнкӑравланине, СВОра вилнӗ ывӑлӗшӗн награда илме военкомата чӗнес сӑлтавпа СНИЛС номерӗсене çырса яма хушнине пӗлтернӗ. Каярах ватă хĕрарăма вăл хăй даннӑйӗсене преступниксене пани ҫинчен шăнкăравласа пӗлтернĕ, ыйтӑва татса пама телефон номерне панă. Студент хӑй шӑнкӑравлама шутланă, анчах хӑй те аферистсен серепине ҫакланнӑ. Мошенниксем ӑна тӑшманла çĕршыва укҫа-тенкӗпе тивӗҫтернӗшӗн уголовлӑ ĕç пуçлассипе хӑратнӑ, тӑванӗсенче укҫа пурри пирки ыйтса пĕлнĕ. Укҫа-тенке декларацилес сӑлтавпа вӑл кукамӑшӗнчен, кукашшӗнчен, аппӑшӗнчен укҫа-тенкӗ илсе курьера панӑ. Каярахпа ултавҫӑсем каччӑн хӑйӗн те СВОра вилнӗ ашшӗшӗн илнĕ тÿлевĕ, амӑшӗн перекетленĕ укçи пуррине пӗлнӗ. Çав укçасене те каччă курьера тыттарса янă. Пӗтӗмӗшле сиен 8 млн тенкӗпе танлашнӑ.