Урал сасси
0 °С
Облачно
Çын тата саккун
22 Июня , 12:30

Ÿсĕр пулнипе автомобильсĕр тăрса юлнă

Пишпÿлек районĕнчи 29 çулхи арçын иккĕмĕш хут руль умне ÿсĕр ларнишĕн суд умне тăрĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ÿсĕр пулнипе автомобильсĕр тăрса юлнăŸсĕр пулнипе автомобильсĕр тăрса юлнă
Ÿсĕр пулнипе автомобильсĕр тăрса юлнă

Кăçалхи февраль уйăхĕнче çул-йĕр патруль службин ĕçченĕсем «Лада Гранта» автомобилĕн ÿсĕр водительне тытса чарнă. Вăл хăй айăпне йышăннă.

Арçын иртнĕ çул çакăн пек ĕçпех административлă айăп тытнине шута илсе суд ăна колони-поселение ăсатма тата руль умне 2,5 çула ларма чарнă. Унăн çăмăл автомобильне патшалăх шутне туртса илнĕ.

Автор:Инга Алексеева