

Ун патне темиçе кун тăршшĕ çар чаçĕн ĕçченĕсем, Госуслуги, Роспотребнадзор, Федераци казначействи тата ФСБ службисенчен телефонпа шăнкăравланă. Усал шухăшлă çынсем хĕрарăма ятарлă çар операцинче вилнĕ ывăлне наградăсем пама тивĕç тесе ĕнентернĕ. Вĕсене илме çар чаçне приема çырăнмалла пулнă. Унтан лару-тăру хăнăхнă сценарипе пынă: хĕрарăма унăн харпăр кабинетне çĕмĕрнине, мошенниксем ун ячĕпе нумай миллионлă кредит илме пуçланине пĕлтернĕ.
Укçисене сыхласа хăварас тата «террористсене пулăшнишĕн» явапран хăтăлас тесен укçа-тенке «хăрушсăр счет» çине хăвăртрах куçарма ĕнентернĕ. Ултавçăсен серепине çакланнăскер банка СВОра вилнĕ ывăлĕшĕн тивĕçнĕ укçине хывма килнĕ. Банк ĕçченĕсем унпа профилактика калаçăвĕ ирттернĕ, анчах та хĕрарăм укçа-тенки куçман пурлăх туянма кирлине пĕлтернĕ. Вăл хывнă укçине ун патне килсе çитнĕ арçынна тыттарса янă.
ПР Шалти ĕçсен министерствинче асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарнине пĕлтернĕ.