Урал сасси
0 °С
Облачно

Амăшĕ ячĕпе микрозаймсем илнĕ

Бирск хулинче прокуратура вырăнта пурăнакан хĕрарăм правине хÿтĕленĕ. Ун ячĕпе тăван хĕрĕ 200 пин тенкĕлĕх темиçе микрокредит илнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Амăшĕ ячĕпе микрозаймсем илнĕАмăшĕ ячĕпе микрозаймсем илнĕ
Амăшĕ ячĕпе микрозаймсем илнĕ

Договорсене хĕрарăм иртнĕ çулхи март уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕччен тунăран амăшĕ парăм шăтăкне лекнĕ.

Прокуратура килĕшÿсем тĕрĕс мар тесе суда шыравсем янă та ырă хурав илнĕ. Йĕрке хуралçисем пур фактпа та мошенничествăпа çыхăннă уголовлă ĕçе тĕпчеççĕ.

Автор:Инга Алексеева