Урал сасси
+25 °С
Ясно
Çын тата саккун
20 Июля , 11:30

Руль умне правасăр ларнă виçĕ çамрăка тытса чарнă

Патшалăх автоинспекцийĕ асăрхаттарнă тăрăх, çулĕ çитмен ачисене машинăпа çÿреме ирĕк панăшăн ашшĕ-амăшне самаях витĕмлĕ штраф тÿлеттерĕç, инкек пулсан уголовлă явап тыттарĕç.

Руль умне правасăр ларнă виçĕ çамрăка тытса чарнăРуль умне правасăр ларнă виçĕ çамрăка тытса чарнă
Руль умне правасăр ларнă виçĕ çамрăка тытса чарнă

Канмалли кунсенче ГАИ ĕçченĕсем пĕр харăсах водитель прависĕр руль умне ларнă çулĕ çитмен виçĕ ачана  тытса чарнă. Кун пирки Ĕпхÿри патшалăх автоинспекцийĕнче пĕлтернĕ.

Июль уйăхĕн 18-мĕшĕнче Нагаево ялĕнче квадроцикл рулĕ умĕнче ларакан   14 çулхи арçын ачана чарнă. Тепĕр кунхине Шакшари 16 çулхи мотоциклиста тата Демăра скутерпа ярăнакан 13-ри ачана асăрханă.

Вĕсенчен нихăшĕн те права та, машина çÿретес ăсталăх та пулман. Вырăна ашшĕ-амăшне чĕнсе илнĕ. Çамрăксене руль умĕнчен хăтарнă, транспорта штрафлав стоянкине ăсатнă.

Йĕркене пăсакансене пилĕк пин тенкĕрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерĕç. Ĕç-пуçа ашшĕ-амăшсемпе уçăмлатĕç. Вĕсене ачисене кирлĕ пек воспитани паманшăн штраф тÿлемелле тăвĕç. Çемьесене çулĕ çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссие учета тăратĕç.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас