Урал сасси
+17 °С
Облачно
Çын тата саккун
1 Августа , 04:00

Приставсем пулăшнипе 600 ытла çынна çĕршывран кăларса янă

Ултă уйăх хушшинче саккунсăр майпа Раççей территоринче пурăннă 613 ют çĕршыв ҫыннине приставсем пулăшнипе чикĕ урлă каçмалли вырăнсене илсе çитернĕ. Вĕсен тĕлĕшпе, ирĕксĕрлесе çĕршывран кăларса ярассипе, суд йышăну тунă.

Приставсем пулăшнипе 600 ытла çынна çĕршывран кăларса янăПриставсем пулăшнипе 600 ытла çынна çĕршывран кăларса янă
Приставсем пулăшнипе 600 ытла çынна çĕршывран кăларса янă

Çакăн пек çирĕп мерăсем йышăнма ют çĕршыв çыннисем миграци учечĕн нормисене темиçе хутчен пăсни хистенĕ. Мигрантсен Раççей Федерацин территоринче саккунлă майпа пурăнмаллине çирĕплетекен документсем пулман, ирĕк панă вăхăт вĕçленнĕ хыççăн вĕсем килĕсене таврăнас темен.

Саккуна пăсакансене административлă майпа çĕршывран кăларса ярасси пирки постановленисем кăларнă. Суд  приставĕсем мигрантсене чикĕ хĕрринчи тĕрĕслевпе пропуск пунктне илсе çитереççĕ, унта чикĕ нарячĕсен надзорне параççĕ. Асăннă служба мигрант чикĕ леш енне каçни çинчен калакан акта алă пусни çак ĕç вĕçленнине пĕлтерет.

Статистика тăрăх, ытларах Узбекистанпа Таджикистан  çыннисене тăван çĕршывĕсене ирĕксĕрлесе ăсатаççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас