+17 °С
Облачно


ПР судсен пĕрлештернĕ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, асăннă пулăм кăçалхи май уйăхĕнче пулса иртнĕ. Каç пулсан Ĕпхÿре пурăнакан хĕрарăм мессенджерта тепĕр çын патне киревсĕр те мăшкăллă сăмахсемпе темиçе çыру çырса янă.
Тишкерÿ вăхăтĕнче хĕрарăм айăплавпа килĕшнĕ, кÿрентернĕ çынран каçару ыйтнă. Суд çакна шута илнĕ, анчах та йĕркене пасакана явапран хăтарман. Судья ăна 3 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеме йышăну тунă.