Урал сасси
+17 °С
Облачно
Çын тата саккун
5 Августа , 14:00

Тутарстан çыннине наркотик сутма хăтланнăшăн айăплĕç

Ĕпхÿ хулин Октябрьский районĕнчи прокуратура Тутарстанра пурăнакан 20 çулхи арçын ĕçĕпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Çамрăка пысăк партипе наркотик сутма хăтланнăшăн айăплаççĕ.

Надзор ведомстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январь уйăхĕнче каччă  наркосеть йышĕнче наркăмăш салатакан тивĕçне хăй çине илнĕ. Пушкăртстанăн тĕп хулине килсе çитсе малтанах хатĕрлесе хунă саккунпа чарнă препаратсене илнĕ, дозăсем çине пайласа сутма хатĕрленĕ. Анчах та палăртнине пурнăçа кĕртеймен – оперативниксем тытса чарнă, наркотиксене туртса илнĕ.  Çамрăк хăй айăпĕн пĕр пайне çеç йышăннă.

Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеме Октябрьский районĕн судне панă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас