Хулара пурăнакан хĕрарăм банк карттине урамра çухатнă. Ăна арçын тупнă та 2 пин ытла тенкĕлĕх апат-çимĕç туяннă. Йĕрке хуралçисем усал шухăшлă çынна тупнă, ун тĕлĕшпе банк картти çинчен укçа вăрланăшăн уголовлă ĕç пуçарнă.