Урал сасси
+6 °С
Ясно
Çын тата саккун
28 Августа , 07:30

Саккунпа чарнă япаласен пысăк партийĕшĕн тытса чарнă

Раççейри наркотик çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Шалти ĕçсен министерствин Çтерлĕ хулинчи управленийĕн ĕçченĕсем Мариинский ялĕнче пурăнакан хĕрарăма тытса чарнă.

Саккунпа чарнă япаласен пысăк партийĕшĕн тытса чарнăСаккунпа чарнă япаласен пысăк партийĕшĕн тытса чарнă
Саккунпа чарнă япаласен пысăк партийĕшĕн тытса чарнă

Ăна тĕрĕсленĕ чухне икĕ тĕрке тупнă, вĕсене çыпăçакан хăюпа чĕркенĕ пулнă. Шалта полимер хутаçра ÿсен-тăранран хатĕрленĕ 5,6 грамм япала пулнă. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн вăл наркотикла хутăш пулни палăрнă.

Маларах та уголовлă явап тытнăскере тĕрмене хупнă, тивĕçлĕ статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă. Асăннă статьяпа чи пысăк срок пама, 10 çул ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Полици ĕçченĕсем саккунпа чарнă япалан суту-илÿ каналне тупас, пулса иртнин мĕнпур лару-тăрăвне  пĕлес тесе оперативлă шырав ĕçĕсем ирттереççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас