Урал сасси
+23 °С
Облачно
Çын тата саккун
11 Сентября , 04:00

Вăрмана саккунсăр касакансене хирĕç рейдсене тухĕç

Сентябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа Пушкăртстанра «Вăрман» операци çула тухать. Вăрман службине йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, çав шутра çул-йĕр полицийĕ те, пулăшĕç.

Вăрмана саккунсăр касакансене хирĕç рейдсене тухĕçВăрмана саккунсăр касакансене хирĕç рейдсене тухĕç
Вăрмана саккунсăр касакансене хирĕç рейдсене тухĕç

Патрульсем вăрман тăрăхĕнчен тухнă çĕрте тата хăрушă вăрман лаптăкĕсенче талăкĕпех дежурствăра тăрĕç.
- Вĕсем вăрманпа усă куракансен тата грузовиксен водителĕсен йывăç хатĕрлеме тата турттарма ирĕк паракан докуменчĕсем пуррине тĕрĕслĕç, - ăнлантарнă ПР Вăрман хуçалăх министерствинче.
Маларах регионта йывăç касса 21 миллион тенкĕлĕх сиен кÿнĕ çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарни пирки те çырса пĕлтернĕччĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас