Урал сасси
+10 °С
Ясно
Çын тата саккун
15 Сентября , 10:30

Саккунсăр майпа сунара тухнăшăн айăпланă

Белорецк хулинчи суд Бурзян районĕнче пурăнакан çынна саккунсăр сунара тухса пысăк сиен кÿнĕшĕн айăпланă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Саккунсăр майпа сунара тухнăшăн айăпланăСаккунсăр майпа сунара тухнăшăн айăпланă
Саккунсăр майпа сунара тухнăшăн айăпланă

Кăçалхи январь уйăхĕнче  арçын лицензи илмесĕрех уйрăм сыхлакан çут çанталăк территорийĕнче пăшие персе вĕлернĕ. Сунарта вăл «Стелс» снегоходпа тата «Вепрь» пăшалпа усă курнă.

Пушкăртстан прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, сиен 80 пин тенкĕпе танлашнă. Ял çынни хăйĕн айăпне йышăннă, сиене пĕтĕмпе саплаштарнă. Суд арçынна 100 пин тенкĕ штраф панă тата преступлени тунă чухнехи пурлăхне туртса илнĕ.

Автор:Инга Алексеева