

Управленийĕн ĕçченĕсем социаллă сетьсенчен пĕринче Интернет урлă преступрниксен ушкăнне йĕркелекенпе çыхăннă. Вăл тĕнче тетĕлĕнче наркотик салатасси пирки пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Инструкципе паллашнă хыççăн çамрăк каччă Ĕпхÿ хулинчи Ордженикидзе районĕнчи вăрманти пĕр вăрттăн вырăнтан наркотиксем кайса илнĕ те ăна хăйĕн хваттерĕнче пытарса хунă. Анчах та хăй палăртса хунă ĕçе вĕçне çитереймен, ăна ФСБ ĕçченĕсем тытса чарнă. Хваттерте шырав ĕçĕсем пынă вăхăтра 1 488,14 грамм наркотик (α-PVP) тупнă.
Ĕпхÿ хулинчи Октябрьски район сучĕ ФСБн оперативлă тата следстви ĕçченĕсем пухса хатĕрленĕ айăплав çирĕплетĕвне (доказательствăна) пăхса тухса хак панă, ун хыççăн пĕтĕмлетÿ тунă. М.А. Пустовгаров тĕлĕшпе приговор йышăнă, ăна РФ Уголовлă кодесăн 30-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе тата 228,1-мĕш статьян 5-мĕш пайĕпе явап тыттарнă. Çамрăка 9 çуллăха ирĕксĕр хăварнă, 200 пин тенкĕ штраф тÿлемелле тунă. Унсăр пуçне пурлăхне арестленĕ чухне 575 пин тенкĕ укçа тата 4942 тенкĕ банк картти çинчи нухрата конфискацилесе патшăлаха панă.
Приговор вăя кĕнĕ.
Федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстан Республикинчи управленийĕн пресс-служби.