

ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, усал шухӑшлӑ ҫынсем тапхӑрӑн-тапхӑрӑн ӗҫленӗ. Малтан хӗрарӑма стационарлӑ телефон ҫине поликлиникӑри суя ӗҫчен шӑнкӑравланӑ, СНИЛС номерне ыйтса флюорографи иртме ӳкӗтленӗ. Унтан палламан ҫын "Госуслуги"аккаунта ҫӗмӗрни пирки пӗлтернӗ. Юлашки тапхӑрта "ҫар прокуратурин ĕçченĕ" шӑнкӑравлани пулнă, вӑл хĕрарăмăн перекетленĕ укçи-тенкине преступниксем туслӑ мар çĕршывсене чикӗ леш енне куҫарма хăтланнине пӗлтернĕ.
Мула ҫӑлса хăварас тесе арҫын пенсионеркӑна мӗн пур перекетленĕ укҫине хывса "деклараци"ирттерме курьера парса яма ÿкĕте кӗртнӗ. Калаҫакан ҫыхӑнӑва тухма пӑрахсан хӗрарӑм хăйне улталанине ӑнланнӑ. Вӑрланӑ фактпа "мошенничество"статьяпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.