Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
18 Майӑн 2022, 13:00

Телей шăпи вулакансен аллинче

2022 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани вĕçлениччен пĕр уйăх юлчĕ, вăл июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕçленет. Çавăнпа та хаçат тусĕсене шутлă кунсем хăвăрт та сисĕнмесĕр иртсе каяссине аса илтересшĕн.

Телей шăпи  вулакансен аллинче
Телей шăпи вулакансен аллинче

Хаçат индексĕ – П2754, хакĕ – 506 тенкĕ те 4 пус. Ку вăл почта уйрăмĕсем урлă. Унсăр пуçне юратнă кăларăма Пелепей хулинче пурăнакансем редакци урлă та çырăнма пултараççĕ. Кунта хаçат хакĕ йÿнерех – 350 тенкĕ.
Хаçата çырăннисем хушшинче лотерея вылявĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Парнесем тĕрлĕрен пулĕç – кил-çуртра усă курмалли вак-тĕвек япаласенчен пуçласа суперприз таранах. Сăмах май, пысăк парнесен шутĕнче паянхи кунччен лотерейăпа велосипед, çĕвĕ машини, кофе вĕретмелли хатĕр, электричество вăйĕпе ĕçлекен мясорубка выляса илни пулнă. Çавăнпа та, туссем, сиртен «Урал сассине» çырăннине çирĕплетекен квитанцисем кĕтетпĕр. Ăна çырупа та, электронлă почтăпа ([email protected]) та, 8-963 146-44-44 номерлĕ ватсап урлă та ярса пама пултаратăр. Апла пулсан, туссем, парнеллĕ пулма васкăр. Телей шăпи сиртен те пăрăнса иртмĕ.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: