Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
25 Майӑн 2022, 10:40

ÇЫРĂНТАРУ – 2022

Аван-и, хисеплĕ тусăмăрсем, «Урал сасси» хаçат вулаканĕсем! Çырăнтару кампанийĕ вĕçлениччен шутлă кунсем çеç тăрса юлчĕç. Республикăра тухса тăракан пĕртен-пĕр чăваш кăларăмне, «Урал сасси» хаçата, 2022 çулăн иккĕмĕш çур çулĕнче те илсе тăрас тетĕр пулсан çывăх вăхăтрах почта уйрăмне çитме е почтальонсемпе тĕл пулма васкăр. «Урал сасси» хаçатăн çур çуллăх хакĕ 506 тенкĕ те 4 пуспа танлашать (индексĕ – 2754).

ÇЫРĂНТАРУ – 2022
ÇЫРĂНТАРУ – 2022

Хаçатăн электрон варианчĕ пуррине те аса илтеретпĕр. Унăн хакĕ çур çула 288 тенкĕ пулать.
Хаçата республикăри пур почта уйрăмĕнче, «Почта России» мобильлĕ приложенинче тата почтальонсем урлă çырăнса илме май пур.
«Урал сасси» хаçата çырăннисем хушшинче хальхинче те акци ирттеретпĕр – шăпа ярса парнесем вылянтаратпăр. Тĕп парне – термос чейник (электричество термопочĕ). Унсăр пуçне хуçалăхра усă курмалли ытти япаласаем те пур. Акцие хутшăнас тесен «Урал сассине» çырăннин квитанцине редакцие ярса памалла.
Туссем, эпир сире яланах тарават. Республика пурнăçĕпе тан утар! «Урал сасси» хаçата вулар – ялан пĕрле пулар.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: