Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
7 Июнӗн 2022, 10:20

Вырăнти чăваш хастарĕсене пулăшма ыйтатпăр

Хаклă туссем, 2022 çулхи иккĕмĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтарас кампани вĕçленсе пынă май, сире «Урал сасси» хаçата кăçалхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районсемпе хуласенче мĕн чухлĕ çырăнса илнипе паллаштаратпăр. Çак кăтартусене пире «Почта России» акционерлă обществăн Пушкăртстанри управленийĕ панă.

Вырăнти чăваш хастарĕсене пулăшма ыйтатпăр
Вырăнти чăваш хастарĕсене пулăшма ыйтатпăр

Таблицăна тишкернĕ май савăнмалли сахал, çапах та резервсем пурри куç умĕнче. Кунта эпир вырăнти чăваш хастарĕсенчен пулăшу ыйтасшăн. Паллах, эпир те, редакци ĕçченĕсем, вăл е ку района çитме тăрăшăпăр. Çырăнтару кампанийĕ июнь уйăхĕн 20-мĕшĕччен тăсăлать. Çак вăхăтра июнь уйăхĕн 6-16-мĕшĕсенче декадник иртет, ун чухне хаçат хакĕ йÿнерех – 443 тенкĕ те 46 пус. Хаçат индексĕ – П2754.
Хисеплĕ вулакансем, лотерея вылявĕ çинчен те ан манăр. Сиртен хаçата 2022 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăннине çирĕплетекен квитанцисене кĕтетпĕр, эсир телейлĕ шăпаллисен шутне лекессе шанатпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: