Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
6 Сентябрӗн 2022, 10:33

ÇЫРĂНТАРУ – 2023

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 20-мĕшĕччен мĕнпур почта уйрăмĕсенче пичет кăларăмĕсен «Çырăнтару-2023» кампани иртет.

ÇЫРĂНТАРУ – 2023
ÇЫРĂНТАРУ – 2023

Çак тапхăрта «Урал сасси» хаçата та çырăнса илме май пур. Пушкăртстанри чăвашсен ĕçĕ-хĕлне пĕлсе тăрас, кил-çуртра усăллă канашсемпе усă курас, пĕлĕшсемпе тус-тăвансене юбилей ячĕпе саламлас тесен почта уйрăмне çитме васкăр. Аса илтеретпĕр: хаçат хакĕ çур çула – 559 тенкĕ те 20 пус (индексĕ П2754), çулталăка – 1033 тенкĕ те 3 пус.
Пелепей хулинче пурăнакансем хаçата редакци урлă çырăнса илме пултараççĕ. Альтернативлă çырăнтару хакĕ çур çула – 370 тенкĕ, çулталăка – 700 тенкĕ.
Редакци.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: