Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
22 Ноябрӗн 2022, 10:49

Хаçат вуласа пурнăçа илемлетер

Хисеплĕ вулакансем, 2023 çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани вĕçлениччен пĕр уйăх юлчĕ. Çавăнпа та «Урал сасси» хаçатăн тусĕсене çакăн çинчен тепĕр хут аса илтеретпĕр.

Хаçат вуласа пурнăçа илемлетер
Хаçат вуласа пурнăçа илемлетер

Сире ăна çитес çул валли çырăнса илсе лотерея вылявне хутшăнма май пуррине те тепĕр хут пĕлтеретпĕр – хаçата çырăннă квитанцие е унăн копине редакцине ярса пама ыйтатпăр. Çак хута эсир çырупа та, электронлă почтăпа та, 8 963 146 44 44 номерлĕ ватсап çине те ярса пама пултаратăр.
Хальхи черетлĕ лоторея вылявĕн хăйне евĕрлĕхĕ пур – парнесен (вĕсем сăн ÿкерчĕкре) хакĕсем 500 тенкĕрен кая мар. Тĕп парне – çăмăл пусма (стремянка), хулара та, ялта та питĕ кирлĕ хатĕр.
«Урал сасси» хаçатăн çур çуллăх (индексĕ – П2754) хакĕ 559 тенкĕ те 20 пуспа танлашать, çулталăка (П3362) – 1033 тенкĕ те 3 пус. Çавăн пекех ăна редакци почти урлă илсе тăма пулать, кунта хаксем йÿнерех – 370 тата 700 тенкĕ. Унсăр пуçне хаçатăн электронлă версийĕ пур. Ăна та эпир вулакана хапăл туса çырăнса илме сĕнетпĕр. Унăн хакĕ çур çула – 288 тенкĕ, çулталăка – 494 тенкĕ.
«Почта России» Пушкăртстанри управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, паянхи кун тĕлне çитес çул валли «Урал сассине» 517 çемьере çырăнса илнĕ. Çак йыш малашне ÿсессе шанатпăр. Хаклă туссем, çĕнĕ çулта та пĕрлех пулар, тăван чĕлхепе тухакан хаçата вуласа хамăр пурнăçа илемлетер, ыррине вĕренер.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: