Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
6 Декабрӗн 2022, 13:30

Хаклă вулаканăмăрсем!

Сире ырă хыпар пĕлтерме васкатпăр. Декабрь уйăхĕн 5-15-мĕшĕсенче Раççей почти çырăнтарăвăн вунăкунлăхне ирттерет. Çак тапхăрта Раççей почтин каталогĕнчи хаçат-журналсене йÿнерех хакпа çырăнса илме пулать. Сăмахран, «Урал сасси» хаçатăн çитес çулхи хакĕ çулталăка 1033 тенкĕ те 3 пус (кăларăм индексĕ – П3362), çур çула – 559 тенкĕ те 20 пус (П2754) тăрать пулсан, вунăкунлăх вăхăтĕнче хаçатăн çитес çулхи пĕрремĕш çур çулта почтальонсем урлă илсе тăмалли хакĕ 489 тенкĕ те 66 пуспа танлашать. Хаçата почта урлă та, редакцие килсе те çырăнма пулать. Хисеплĕ тусăмăрсем, хаçата çырăнса илекенсем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерессине те аса илтересшĕн. Унта хутшăнас тесен кăларăма çырăннă квитанци копине редакцине ярса памалла: çырупа, [email protected] электронлă адреспа е 8-963-146-44-44 ватсап номерĕпе.«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Хаклă вулаканăмăрсем!
Хаклă вулаканăмăрсем!

Сире ырă хыпар пĕлтерме васкатпăр. Декабрь уйăхĕн 5-15-мĕшĕсенче Раççей почти çырăнтарăвăн вунăкунлăхне ирттерет. Çак тапхăрта Раççей почтин каталогĕнчи хаçат-журналсене йÿнерех хакпа çырăнса илме пулать. Сăмахран, «Урал сасси» хаçатăн çитес çулхи хакĕ çулталăка 1033 тенкĕ те 3 пус (кăларăм индексĕ – П3362), çур çула – 559 тенкĕ те 20 пус (П2754) тăрать пулсан, вунăкунлăх вăхăтĕнче хаçатăн çитес çулхи пĕрремĕш çур çулта почтальонсем урлă илсе тăмалли хакĕ 489 тенкĕ те 66 пуспа танлашать. Хаçата почта урлă та, редакцие килсе те çырăнма пулать.
Хисеплĕ тусăмăрсем, хаçата çырăнса илекенсем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерессине те аса илтересшĕн. Унта хутшăнас тесен кăларăма çырăннă квитанци копине редакцине ярса памалла: çырупа, [email protected] электронлă адреспа е 8-963-146-44-44 ватсап номерĕпе.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: