Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
16 Августӑн 2023, 12:05

Ытарайми çуллахи савăк кунсем

Çуллахи каникулсем – ачасемшĕн уйрăм ырă вăхăт. Çулла тĕрлĕ йăпанусем, вăйăсем, ăмăртусем йĕркелеме пулать. Пушă вăхăта уçă сывлăшра ирттерни сывлăхшăн та усăллă. Ушкăнпа, юлташсемпе пĕрле пухăнсан кăмăллăрах та.

Ытарайми çуллахи савăк кунсем
Ытарайми çуллахи савăк кунсем

2023 çулхи август уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Ярмулай ял клубĕнче кашни çул йĕркелекен «Маттур ачасем» («Супер детки») ача-пăчасен вăйă лапамне уçрĕç. Ăна 5-15 çулхи ачасем валли йĕркеленĕ, вăл 10 кун тăршшĕ ĕçлĕ. Унта спорт ăмăртăвĕсем, ăс-тăна аталантармалли заданисем, хавас вăйăсем, экскурсисем те пулĕç.
Пĕрремĕш кун ачасем валли тĕрлĕ вăйă программисем хатĕрленĕччĕ. Мероприятие пухăннисем эстафетăсене, конкурссене, савăк вăйăсене хутшăнчĕç. Таврара илемлĕ кĕвĕ-юрă, ачасен хавас кулли янрарĕ. Паллах, юлашкинчен ачасем пылак кучченеçсене те тивĕçрĕç.
– Ача-пăчасен вăйă лапамĕ тăваттăмĕш çул ĕçлет. Ячĕ кăна кашни çул улшăнать. Ачасем хаваспах хутшăнаççĕ, çултан-çул килекеннисем те пур. Ытларах кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патне хăнана килнĕ ачасем. Кашни кун 20-23 ачаран кая мар. Вĕсем ушкăнпа Ярмулай ялĕнчи Хĕрлĕ ту çине хăпарма кăмăллаççĕ. Унта хурăн вăрманĕ пур, пухăннисемпе вăйăсем вылятпăр. Унтан вĕсем хăйсемпе илнĕ апата çиеççĕ. Эпир хамăртан арбуз туянатпăр. Аслăрах 10-15 çулхи ачасене те çак мероприятисене явăçтарас килет. Телефонпа лариччен уçă сывлăшра пулсан, тус-юлташпа хутшăнсан аванрах пулĕччĕ, – ĕç йĕркипе паллаштарать Ирина Васильева аслă методист.
Людмила АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ,
Ярмулай ялĕ.

Ытарайми çуллахи савăк кунсем
Ытарайми çуллахи савăк кунсем
Ытарайми çуллахи савăк кунсем
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: