+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Геомагнит пăлханăвĕсем тăватă балл таран – пĕчĕк тăвăл - пулĕç. Çак вăхăтра çут çанталăк пулăмĕсене пăхăнса тăракан çынсем (метеозависимый) хăйсене япăх туйма тытăнĕç. Хăшĕн пуçĕ ыратма, çаврăнма, кăмăл пăтранма, чĕре тĕлĕнчен чикме, вăй пĕтме пултарĕ, теприсен çывăрас килнипе, çурăм тата сыпăсем ыратнипе, юн пусăмĕ хăпарнипе аптрĕç, нумайăшĕн шала кайнă чирĕсем çивĕчленме пултарĕç. Радиоçыхăну та чăрмавсемпе ĕçлĕ.
Сентябрь уйăхĕнче темиçе магнит тăвăлĕ – сентябрь уйăхĕн 15-17, 23-мĕшĕсенче - иртĕ.