Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
24 Декабрӗн 2023, 17:20

Çул çинче «Газель» çунса кайнă

Пушкăртстанра çул çинче пыракан «Газель» сасартăках çунма пуçланă. Пăтăрмах паян ирхине 10 сехетре Мелеуз районĕнчи Зирган ялĕнче пулса иртнĕ.

Çул çинче «Газель» çунса кайнă
Çул çинче «Газель» çунса кайнă

Автомобиль çинче огнетушитель пулман, çавна пула мотор пайĕнчен çулăм часах кабинăна сиксе ÿкнĕ, кайран - фургон çине.

«Вырăна килсе çитнĕ ирĕклĕ пушар команди вут-çулăма сÿнтернĕ. Суранланни тата вилĕмпе вĕçленни пулман», - тесе пĕлтернĕ ПР Инкелĕ лару-тăру управленин пресс-службинче.

Васкавлă пулăшу службин ĕçченĕсем автомобиле вăхăтра техника тĕрĕслевĕ витĕр ирттерме тата ун çинче яланах 5 литрлă огнетушительтен кая мар хатĕр пулмаллине асăрхаттарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: