Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
3 Кӑрлач , 15:45

Р-240 автоçул çинче автомобильсем çÿреме тытăннă

Пушкăртстанра Ĕпхÿ – Эрĕнпур автоçул çинче транспортсене çÿреме ирĕк панă. Сăмах кунта Рощинский поселокĕнчен (112-мĕш çухрăм) пуçласа Мелеуз хули çывăхĕнчи çаврăм çул таран (206-мĕш çухрăм) пырать.

Р-240 автоçул çинче автомобильсем çÿреме тытăннă
Р-240 автоçул çинче автомобильсем çÿреме тытăннă

Маларах кунта çил-тăмана пула пассажирсем турттаракан автобуссемпе маршуртлă таксисене, çăмăл таксисене тата çăк турттаракан автомобильсене çÿреме чарнă пулнă. Мелеуз хулинчен Куюргазă районĕнчи Çĕнĕ Мураптал ялне çитиччен мĕнпур транспортсене çул çине рейса кăларман. Çак вырăнта халĕ те транспортсене çÿреме ирĕк паман.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: