Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
11 Кӑрлач , 15:21

«Ял вĕрентекенĕ» программăна 2030 çулччен тăсĕç

Кăçал вĕçленекен «Ял вĕрентекенĕ» программăна 2030 çулччен тăсĕç. Кун пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чукоткăра ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май каланă.

«Ял вĕрентекенĕ» программăна 2030 çулччен тăсĕç
«Ял вĕрентекенĕ» программăна 2030 çулччен тăсĕç

Асăннă программа пулăшнипе ял тăрăхне,  çын шучĕ 50 пине çитейми хула евĕрлĕ поселоксене ĕçлеме килнĕ вĕрентекенсене 1 млн тенкĕ пулăшу укçи парĕç. 2022 çултанпа программа «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Паянхи саманана тивĕçтерекен шкул» регион проекчĕ шутланать.

 «Ял вĕрентекенĕ» программа пурнăçа кĕнĕ тăватă çул хушшинче  1 млн тенке 150 вĕрентекен илнĕ. Лару пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2023 çулта Бакалă ялĕнчи 1№ пĕтĕмĕшле  вăтам пĕлÿ паракан пуçламăш шкул вĕрентекенĕ Раксана Рустамовна Закирова, Пелепей районĕнчи Максим Горький ялĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти математика учителĕ Филюза Рашитовна Нурмухаметова, Салават тăрăхĕнчи Малоязри пушкăрт гимназинче биологипе хими вĕрентекенĕ пулса ĕçлекен Танзиля Рамилевна Минигулова çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.       

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: