Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çырăнтару
15 Кӑрлач , 15:34

Ял хуçалăх техникине туянассин калăпăшĕ 10% ÿснĕ

Пушкăртстан Республикинче 2023 çулта 2967 пин ял хуçалăх техники (пурĕ 14,2 млрд тенкĕлĕх) туяннă. Хакĕн калăпăшĕ 2022 çулхинчен 10% ытларах.

Ял хуçалăх техникине туянассин калăпăшĕ 10% ÿснĕ
Ял хуçалăх техникине туянассин калăпăшĕ 10% ÿснĕ

 - 2023 çулта хăй тĕллĕн çÿрекен техникăна туянасси ÿснĕ. Сăмахран, республика аграрийĕсем 562 трактор, 243 тырă вырмалли тата 53 хăй тĕллĕн çÿрекен выльăх апачĕ пуçтармалли комбайнсем туяннă, маларахри çулпа танлаштарсан, 132, 46, 2 единица ытларах, - палăртнă ПР Правительствин премьер-министрĕ Ильшат Фазрахманов.  – 2023 çулшăн питĕ лайăх цифрăсем. Вĕсем пирĕн ял хуçалăх производителĕсен малалла аталанас планĕсем пирки калаççĕ.

Аса илме, регионта агропромышленность комплексĕн техника паркне çĕнетмелли программа ĕçлет. Республика бюджечĕ аграрисен ял хуçалăх техникипе хатĕрĕсене туяннин  тăкакĕсене 50% таран саплаштарать.    

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: