Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çырăнтару
26 Кӑрлач , 14:28

Çут çанталăк заказникĕнче браконьерсене тытса чарнă

Январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче ГИБДД ĕçченĕсем «Бижбулякский» çут çанталăк  заказникĕнче  саккунсăр  хир сысни тытакан браконьерсене тытса чарнă. Кун пирки ПР Экологи министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Çут çанталăк заказникĕнче браконьерсене тытса чарнă
Çут çанталăк заказникĕнче браконьерсене тытса чарнă

Преступлени вырăнĕнче пилĕк сысна амипе виçĕ аçин пайăн-пайăн вакланă тÿшкисене тупнă. Айăплă тесе шутлакансене тытса чарнă, следстви мероприятийĕсем пыраççĕ. Браконьерсем кÿнĕ сиен 1,5 млн тенкĕпе танлашать.

Аса илтеретпĕр, заказник территорийĕнче сунарăн пур тĕсĕсене те, хисепне йĕркене кĕртессине   тата наука тĕллевĕсене пурнăçлама ятарласа ирĕк панисене шута илмесĕр, чарнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: