Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
15 Нарӑсӑн , 15:38

Раççей Президенчĕ пĕчĕк хуласемпе ялсенчи медицина ĕçченĕсен тÿлевĕсене ÿстерме хушу панă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пулас технологисен иккĕмĕш форумĕн пленарлă пайĕнче сăмах каланă май правительствăна тĕрлĕ хушусем панă. Çĕршыв пуçлăхĕ март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пĕчĕк хуласенчи, район центрĕсемпе ялсенчи медицина ĕçченĕсен тÿлевĕсене ÿстерме хушнă. Вăл уйрăмах кирлĕ специалистсене, районти тата участок больницисенче вăй хуракансене  пысăк тимлĕх уйăрма хушнă.

Раççей Президенчĕ пĕчĕк хуласемпе ялсенчи медицина ĕçченĕсен тÿлевĕсене ÿстерме хушу панă
Раççей Президенчĕ пĕчĕк хуласемпе ялсенчи медицина ĕçченĕсен тÿлевĕсене ÿстерме хушу панă

50-100 пин таран  çын пурăнакан хуласенче тухтăрсем тĕп ĕç укçисĕр пуçне 29 пин хушма тÿлев илĕç, вăтам медицина ĕçченĕсем – 13 пин. Аллă пинрен сахалрах  çын пурăнакан ял-хуласенчи тухтăрсене  ĕç укçи çумне уйăхсерен 50 пин, вăтам звенори медицина ĕçченĕсене 30 пин хушма тÿлев укçи парĕç.

Владимир Путин правительствăна тивĕçлĕ право базине хатĕрлес ĕçе вĕçлеме хушу панă. Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен медицина ĕçченĕсем март уйăхĕшĕн пысăкрах тÿлевсем илĕç. Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен медицина ĕçченĕсен ĕç укçин оклад пайне 50 процента çити ÿстерĕç, хушма тÿлевсене те сыхласа хăрарĕç.

ПР Правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, президент çулсерен инновацилле медицина технологине хатĕрлеме уйăракан бюджет укçин хисепне ÿстерме сĕннĕ. Çавăн пекех медицина наукине те уйрăм тимлĕх уйăрмалла – тĕпчев ĕç-хĕлне  практика медицинипе пĕрлештерекен медицина учрежденийĕсене пулăшмалла тенĕ.

Унсăр пуçне Наци медицина центрĕсен сетьне анлăлатма, ытти тĕпчев институчĕсемпе çыхăну  тытма сĕннĕ. Кирлĕ пулсан федераллă медицина тата наука учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетĕç. Владимир Путин правительствăна  2024 çул вĕçĕнче сывлăха упрамалли паянхи технологие аталантармалли наци проектне хута яма хушу панă.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: