Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
28 Нарӑсӑн , 12:07

Радий Хабиров: «Наципе культура пĕрлĕхĕсемпе малашне те тĕлпулусем йĕркелĕпĕр»

Февраль уйăхĕн 27-мĕшĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри тутарсен обществăлла организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче тăван чĕлхене, культурăна аталантарассипе, упраса хăварассипе çыхăннă сахал мар ыйтăва сÿтсе явнă.

Радий Хабиров: «Наципе культура пĕрлĕхĕсемпе малашне те тĕлпулусем йĕркелĕпĕр»
Радий Хабиров: «Наципе культура пĕрлĕхĕсемпе малашне те тĕлпулусем йĕркелĕпĕр»

Залия Ахунова журналист БСТ телеканалăн эфирне маларах тутар чĕлхипе тухнă «Райхан» передачăна тавăрассипе çыхăннă ыйтăва çĕкленĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, республикăра тĕрлĕ мероприятисемпе фестивальсем иртеççĕ. Унта тутар культура центрĕсем, наци коллективĕсем, уйрăм сцена çине тухакансем йышлăн хутшăнаççĕ. Вĕсене республикăри тĕп телеканалăн эфирĕнче кăтартсан питĕ лайăх пулмалла.

Радий Хабиров ку сĕнĕве ырласа йышăннă, хăй администрацине ыйтăва «Тăван чĕлхесен сехетĕнче» пăхса тухма сĕннĕ.

Çавăн пекех республика пуçлăхĕ паянхи кунăн тĕп тĕллевĕ ятарлă çар операцине пулăшасси пулнине пĕлтернĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, пирĕн тăшмансем Раççее шалтан аркатма тăрăшаççĕ.

 - Паллах, çакă чи малтан  нумай нациллĕ республикăсене пырса тивет, уйрăмах унта тĕрлĕ халăхсем туслăн пурăнаççĕ пулсан. Пирĕн вара вырăссем те, пушкăртсемпе тутарсем те, чăвашсемпе марисем те пур. Пушкăртстан вăл – уçă пĕлĕт айĕнчи этнографи музейĕ. Çавăнпа та пирĕн питĕ тимлĕ пулса мăн асаттесем хăварнă пуянлăха упрамалла. Вăл хăй тĕллĕн килмен вĕт. Апла пулсан эпир пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, аталанма, çĕннине пурнăçа кĕртме, хамăр йăла-йĕркесемпе культурăна сыхласа хăварма пултаратпăр. Эпир, Пушкăртстанра пурăнакансем, ертÿçĕсем, обществăлла пĕрлĕхсем, наципе культура организацийĕсем, пурте пĕрле республикăна аталантарма пултартăмăр. Пирĕн ачасен пичĕсем çинче йăл кулă выляни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хамăр салтаксене пулăшсан пирĕн малашлăх та пулĕ, - тенĕ Радий Хабиров. 

Унăн  сăмахĕсем тăрăх, наци культурисемпе чĕлхисене сыхласа хăварассипе ĕçлекен политика хăй çимĕçĕсене парать. Пушкăртстан вара чăннипех нацисемпе тĕнсен хушшинчи килĕшÿпе мăнаçланма пултарать. Радий Хабиров пĕлтернĕ тăрăх, çакăн йышши тĕлпулусем ытти халăхсен обществăлла пĕрлĕхсемпе те иртĕç. Çавна май пирĕн те, чăвашсен, шухăшласа пăхмалли пур. Тен, çак витĕмпех хамăрăн «Ентешсем» (каярах «Тивлет») кăларăма та телеэфира тавăрма май пулĕ? 

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: