Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
28 Нарӑсӑн , 16:47

Студентсене хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме 1 миллион тенкĕ парĕç

Пушкăртстан студенчĕсем «Студенческий стартапт» грантсен конкурсне хутшăнса хăйсен бизнесне уçма 1 млн тенкĕ илме пултараççĕ. Унта хутшăнас текенсен заявкăсене 2024 çулхи апрель уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăратмалла.

Студентсене хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме 1 миллион тенкĕ парĕç
Студентсене хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме 1 миллион тенкĕ парĕç

Конкурса бакалавриат, специалитет, магистратура программисемпе пĕлÿ илекен студентсем, аспирантсем, çав шутра ют çĕршыв гражданĕсем те, хутшăнма пултараççĕ. Проектсем палăртнă çичĕ çул-йĕр çине - цифра технологийĕсем, сывлăха сыхламалли медицина тата технологи, хими технологийĕсемпе çĕнĕ материалсем, çĕнĕ приборсемпе интеллектуаллă производство технологийĕсем, биотехнологи, ресурсене упракан энергетика, креативлă индустри – тайăнса  ĕçлемелле.

Йĕркелÿçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, 2024 çулта хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме Раççейре икĕ пин студента 1 миллимон тенкĕ парĕç. Ку иртнĕ çулхинчен 500 çын нумайрах. Кăçал ытларах Раççей экономикин сферине пырса тивекен проектсене - искусствăллă ăс-хакăлпа станоксем тăвассинчен  пуçласа микроэлектроникăпа пилотсăр вĕçекен аппаратсен отраслĕ таран - пусăм тăвĕç.

Çĕнтернĕ хушăра аслă шкулсенче вĕренекенсем юридици сăпачĕ пек регистраци иртмелле, бизнес-план хатĕрлесе хăй стартапĕн сайтне уçмалла. Проекта пурнăçа кĕртес ĕçе шкул ачисемпе колледжсенче вĕренекенсене тÿлевсĕр явăçтарма пултараççĕ.

Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла, Пушкăртстан студентсем çĕнсе илнĕ грантсен шучĕпе Раççейри малта пыракан пилĕк регион шутне кĕнĕ.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: