Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
1 Мартӑн , 14:44

Инвалид ачасене эмелсемпе тивĕçтеремелли ыйтусем тăрăх «хĕрÿ лини» хута янă

Пушкăртстан прокуратуринче март уйăхĕн 1-4 мĕшĕсенче инвалид ачасене, сахăр диабечĕпе асапланакансене эмелсемпе тивĕçтермелли ыйтусем тăрăх «хĕрÿ лини» ирттереççĕ. Кун пирки надзор ведомствин телеграмм-каналĕнче пĕлтернĕ.

Инвалид ачасене эмелсемпе тивĕçтеремелли ыйтусем тăрăх «хĕрÿ лини» хута янă
Инвалид ачасене эмелсемпе тивĕçтеремелли ыйтусем тăрăх «хĕрÿ лини» хута янă

Йĕркене пăсни пирки 8 (347) 272-09-74 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пулать.  Çавăн пекех ку номерпа çăмăллăхлă эмелсем, тест-йăрăмсем (тест-полоска) тата диагностика хатĕрĕсем пама килĕшменни пирки хыпарлама та май пур.

Ачасене эмелсемпе тивĕçтерессипе, медицина пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтусем пулсан Пушкăртстан Республикин Сывлăх сыхлав министерствин «хĕрÿ линине» те 8 (800) 347-47-47, +7(347)218-00-48 шăнкăравласа пĕлтерме пулать.    

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: