Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
12 Мартӑн , 12:15

Пушкăртстанра 1,2 пин метр кĕпер юсанă

ПР Правительстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра юлашки икĕ çул хушшинче 1,2 пин метр кĕпер юсанă. Ĕçсене «Пахалăхлă та хăрушсăр çулсем» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçланă.

Пушкăртстанра 1,2  пин метр кĕпер юсанă
Пушкăртстанра 1,2 пин метр кĕпер юсанă

Сăмах Баймак, Пелепей, Белорецк, Благовар, Гафури, Иглин, Кармаскалă, Караидель, Кугарчă, Чекмагуш тата Шаран районĕсенчи Усень, Шуратăл, Сим, Камаелга, Узень, Суходол, Иртюбяк, Зуячка, Балышлы, Сакмара, Бедринка, Инзер, Ташчишма, Калмашка, Байки юхан шывсем урлă хывнă кĕперсем пирки пырать.

 - Вĕсенчен нумайăшĕ турист объекчĕсем патне çитмелли çулсем çинче выртать. Çавăн пекех Гафури районĕ тăрăх юхса выртакан Шуратăл урлă хывнă 406 метр тăршшĕ кĕпере те йĕркене кĕртрĕмĕр, -  ăнлантарса панă ПР Транспорт министерствин пуçлăхĕ Александр Клебанов.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: