Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
15 Апрелӗн , 15:07

Пушкăртстанăн çамрăк дзюдоисчĕсем ылтăн медаль çĕнсе илнĕ

Пушкăртстан Республикин дзюдоисчĕсем Атăлçи федераллă округăн первенствинче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Кун пирки регионти Спорт министерствинче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанăн çамрăк дзюдоисчĕсем ылтăн медаль  çĕнсе илнĕ
Пушкăртстанăн çамрăк дзюдоисчĕсем ылтăн медаль çĕнсе илнĕ

Ылтăн медале Çтерлĕ хулинчи дзюдоистка Анастасия Никитина тивĕçнĕ.   Вăл  Березники хулинче иртнĕ  13 çулчченхи спортсменсен турнирне хутшăннă. Каярах Анастасия Никитина  округ чысне Атăлçи Федераллă округăн пĕрлешÿллĕ командин йышĕнче хÿтĕлĕ.

Владислав Мамаджанов  Сочи хулинче дзюдо енĕпе  иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ача-пăча тата çамрăксен  «суккăрисен спорчĕ» ăмăртура çĕнтерÿçĕ пулнă. Спортсмен 55 килограма çитичченхи виçеллисен категорийĕнче  пĕрремĕш вырăн йышăннă.

 

Пушкăртстанăн çамрăк дзюдоисчĕсем ылтăн медаль  çĕнсе илнĕ
Пушкăртстанăн çамрăк дзюдоисчĕсем ылтăн медаль çĕнсе илнĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: