Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
15 Апрелӗн , 12:39

«Симĕс Пушкăртстан» çурхи акцие 100 пине яхăн çын хутшăнĕ

Кăçалхи çуркунне «Симĕс Пушкăртстан» акцие 99 пин ытла çын хутшăнĕ. Çав шутра -  пилĕк пин волонтер, çичĕ пин ытла ятарлă организаци. Асăннă ĕçе пурнăçлама 1600 ятарлă техника явăçтарĕç.

«Симĕс Пушкăртстан» çурхи акцие 100 пине яхăн çын хутшăнĕ
«Симĕс Пушкăртстан» çурхи акцие 100 пине яхăн çын хутшăнĕ

Кун пирки  правительствăн Республика управленийĕн центрĕнче (ЦУР) иртнĕ оперативлă канашлăвĕнче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Ирина Голованова пĕлтернĕ.

Акци иртнĕ вăхăтра 8 пин пысăк  тата ытти йышши хунавсем лартĕç, 72 çĕнĕ тематика аллейи йĕркелĕç. Унсăр пуçне иртнĕ çулсенче лартнă 1000 йывăçпа 5400 тĕмескене çĕнетĕç.  

Республикабашкортостан#уралсасси#национальныепроекты#экология

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: