Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
24 Апрелӗн , 12:49

Азербайджанра Пушкăртстанăн агропромышленность вăй-хăвачĕпе паллаштарнă

ПР  Правительствин премьер-министрĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов ертсе пыракан Пушкăртстан аграрийĕсен делегацийĕ Азербайджана кайнă. Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче Азербайджан Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕпе Эльчин Зейналовпа тĕл пулнă май Ильшат Фазрахманов Пушкăртстанăн агропромышленность комплексĕн потенциалĕпе паллаштарнă.

Азербайджанра Пушкăртстанăн агропромышленность вăй-хăвачĕпе паллаштарнă
Азербайджанра Пушкăртстанăн агропромышленность вăй-хăвачĕпе паллаштарнă

ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вăл регионăн инвестици вăй-хăвачĕ, ял хуçалăх производителĕсене паракан пулăшу мерисем пирки каласа панă.

Çул çÿрев витĕмĕпе килĕшÿллĕн Азербайджанри ĕçтешсемпе килĕшсе ĕçлемелли çул-йĕрсене тупма палăртаççĕ. Пушкăртстан – чи пысăк регионсенчен пĕри. Республикăра пурăнакан халăхăн 60% - мусульмансем. Çавăнпа та ял хуçалăх продукцийĕн ытларах пайне араб çĕршывĕсем йышăнакан «Халяль» стандартпа туса кăлараççĕ.  Çавна май республика ял хуçалăх продукцине чикĕ леш енне сутассине те ÿстерет.

Унсăр пуçне агропромышленность çул-йĕрне аталантаракан «Азерсун» холдингăн тĕп директорĕпе Мухаммад Гёзалпа та ĕçлĕ калаçу иртнĕ. Азербайджан Пушкăртстан вăй-хăвачĕ пысăк пулнипе интересленнĕ. Икĕ ен те пирĕн республикăран типĕ сĕт туянмалли майсене пăхса тухнă.

Азербайджанра Пушкăртстанăн агропромышленность вăй-хăвачĕпе паллаштарнă
Азербайджанра Пушкăртстанăн агропромышленность вăй-хăвачĕпе паллаштарнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: