Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
26 Апрелӗн , 12:43

Эпир терроризма хирĕç!

Апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче Федоровка районĕнчи Урал ялĕнчи вулавăш ĕçченĕ  Ирина Данилова «Эпир терроризма хирĕç» информаци сехечĕ ирттернĕ. Библиотекарь вулакансене терроризмпа кĕрешмелли Пĕркăмăллăх кунĕ епле пуçланса кайни, терроризм тата террор тăвакансем, юлашки вунă çул хушшинчи  уйрăмах хăрушă терроризмла ĕçсем çинчен каласа панă.

Эпир терроризма хирĕç!
Эпир терроризма хирĕç!

Ачасем хурланса та эрленсе террористсен аллинчен вилнĕ çынсене аса илнĕ. Вулавăш ĕçченĕ пуçтарăннисене терроризмăн тĕп тĕсĕсемпе паллаштарнă, иккĕленÿллĕ япала тупсассăн, террористсем салука (заложник) илсессĕн хăйсене мĕнле тытмалли çинчен каласа панă. Çавăн пекех мероприяти вăхăтĕнче терроризма хирĕç кĕрешессипе çыхăннă анкета ирттернĕ, тăнăçлăхăн тĕп паллине, кăвакарчăна, ÿкернĕ. Мероприяти вăхăтĕнче «Эпир терроризма хирĕç!» ятлă презентаци те кăтартнă.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: