Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
26 Майӑн , 11:20

Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Азат Бадранов «Китап-байрам» ярмăрккара «Ырă çырăнтару» акцине хутшăннă

Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансен темиçе çемйине ача-пăча, республика тата район кăларăмĕсене çырăнса панă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Азат Бадранов «Китап-байрам» ярмăрккара «Ырă çырăнтару» акцине хутшăннă
Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Азат Бадранов «Китап-байрам» ярмăрккара «Ырă çырăнтару» акцине хутшăннă

- Хамăрăн салтаксен çывăх çыннисене пур енĕпе те пулăшма, хавхалантарма тăрăшмалла. Çав шутра чун апачĕпе те , - тенĕ Азат Бадранов.

Аса илтеретпĕр, «Пушкăртстан Республики» издательство çурчĕ пичетлесе кăларакан хаçат-журналсене çар çыннисен çемйисем, ветерансем, тус-тăвансем валли «Китап-байрам» кĕнеке ярмăрккине хутшăнакан кашни çынах çырăнса пама пултарать. Форум май уйăхĕн 24-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă, паян хăйĕн ĕçне 22.00 сехетре вĕçлет. Хисеплĕ вулакансем, сире Советски площадьре Зайнаб Биишева ячĕллĕ «Китап» издательствăн стенчĕ умĕнче кĕтеççĕ.

Çырăнтарăва хутшăннисем паян, май уйăхĕн 26-мĕшĕнче, 18.00 сехетре лоторея вылявне хутшăнма, парнеллĕ пулма пултараççĕ. Шанчăк тени кашнинех пур, вăл е ку кăларăма çур çула çырăнмалла çеç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: