Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
3 Июнӗн , 12:24

Юрий Шатуновăн тăван тăрăхĕнче шурă розăсен аллейине хывнă

Ĕнер Юрий Шатуновăн пĕчĕк Тăван çĕршывĕнче, Зианчура районĕнчи Исянгулово ялĕнче – пурте кăмăллакан артиста халалласа тÿрех темиçе мероприяти иртнĕ.

Юрий Шатуновăн тăван тăрăхĕнче шурă розăсен аллейине хывнă
Юрий Шатуновăн тăван тăрăхĕнче шурă розăсен аллейине хывнă

Юрий Шатуновпа пĕр класра вĕреннĕ Ольга Гаврилова пĕлтернĕ тăрăх, малтан машинăсене ялавсемпе тата юрăçăн портречĕсемпе илемлетнĕ авточупу иртнĕ.

 - Кайран краеведени музейĕ çумĕнче «Шурă розăсен ангелĕ» аллея хывнă. Аллея шурă розăсен сорчĕсенчен çеç тăрать. Унта виçĕ тĕрлĕ роза – 40 см пуçласа чи çÿллисем таран – лартнă. Аллея çумĕнчи территорие малтанах тирпей-илем кĕртрĕмĕр, плитасем сарса тухрăмăр. Питĕ илемлĕ пулчĕ,  - палăртнă Ольга Гаврилова.

Аллея варринче Юрий Шатуновăн асăну хăмине вырнаçтарнă. Ăна  уçма паллă юрăçăн пĕрремĕш вĕрентекенне Валентина Ильинична Илюхинана ирĕк панă. 

 - Ытармалла мар аллейăна уçма ирĕк панăшăн пысăк тав. Кĕл чечексем ÿсчĕр, чечекленччĕр, çынсем вара Юрий Шатунов яланах пирĕн чĕрере пулнине пĕлччĕр, асра тытчăр, - тенĕ Валентина Илюхина. Ун хыççăн площадьре пĕр ăру çеç мар пĕлекен Юрий Шатунова халалласа пысăк концерт иртнĕ.

Юрий Шатуновăн тăван тăрăхĕнче шурă розăсен аллейине хывнă
Юрий Шатуновăн тăван тăрăхĕнче шурă розăсен аллейине хывнă
Юрий Шатуновăн тăван тăрăхĕнче шурă розăсен аллейине хывнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: