Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
10 Июнӗн , 15:01

Пушкăртстанра ака ĕçĕсем вĕçленчĕç

ПР ертÿçи Радий Хабиров хăйĕн телеграмм-каналĕнче пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 2024 çулхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ. Кăçал çанталăк условийĕсем начар пулнине пăхмасăр (темиçе хутчен тăм та ÿкрĕ, юр та çурĕ) республика аграрийĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтлă вĕçлерĕç. Çак кунсенче Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсем кая юлса акакан культурăна, хура тула, акса пĕтерчĕç.

Пушкăртстанра ака ĕçĕсем вĕçленчĕç
Пушкăртстанра ака ĕçĕсем вĕçленчĕç

Икĕ миллион ытла гектар лаптăк çине çурхи культурăсене, 1,27 миллион гектар çине тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене çĕр ăшне хывнă. Лаптăкăн çуррине тулă йышăнать. Ыттисем çинче – урпа, сĕлĕ тата ытти йышши культурăсем.

 Çурхи культурăллă чи пысăк лаптăксене, 42 пинрен пуçласа 76 пин гектар таран, Хайбулла, Баймак, Çтерлĕ, Илиш, Мелеуз районĕсенче акнă.

«Хамăр аграрисене тухăçлă ĕçленĕшĕн тав туса ăнăçу сунатăп!» - тенĕ Радий Хабиров.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: