Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
11 Июнӗн , 15:54

Китай делегацийĕ Пушкăртстанри «Алексеевский» совхоз ĕçĕпе паллашнă

ПР тулаш экономика çыхăнăвĕсен тата конгресс ĕç-хĕлĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Китай Халăх Республикин делегацийĕ çулталăк тăршшĕпех пахча çимĕç, çырла тата симĕс культурăсем çитĕнтерекен, сĕт продукцийĕ туса кăларакан «Алексеевский» агропромышленность комплексне çитсе курнă. Делегацие Ляонин Китай провинцийĕн Шеньян хула халăх правительствин мэр çумĕ Чжэн Бинь госпожа ертсе пынă.

Китай делегацийĕ Пушкăртстанри «Алексеевский» совхоз ĕçĕпе паллашнă
Китай делегацийĕ Пушкăртстанри «Алексеевский» совхоз ĕçĕпе паллашнă

«Алексеевский» АПК ертÿçи Дмитрий Овчинников предприяти тăрăх экскурси ирттернĕ, теплица комплексĕнче усă куракан малта пыракан технологисем, предприятинче тулли цикл йĕркелени, туса кăларакан продукцие тирпейлени, упрани тата вĕсене хăйсен лавккисенче сутни пирки каласа панă.

 - Шэньян делегацийĕшĕн Пушкăртстана килсе кайни тухăçлă пулчĕ, ĕçлĕ калаçу хыççăн темиçе килĕшÿ турăмăр. Сăмахран, Китай компанийĕсем пирĕн республикăра чĕркемелли оборудовани вырнаçтарма, кукуруза тата ытти ял хуçалăх культурисене çитĕнтерме арендăна çĕрсем илме, Пушкăртстана экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци, инкубаци çăмартисем, тĕш тырă, пăрçа йышши  тата çу культурисем илсе килме палăртаççĕ, - пĕлтернĕ ПР тулаш экономика çыхăнăвĕн тата конгресс ĕç-хĕлĕн министрĕ Маргарита Болычева.

Пушкăртстан Китайран ял хуçалăх техники туянма тата производствăн хăш-пĕр пайне хамăр регион территорийĕнче уçма палăртать.

Çавăн пекех «Алексеевский» агропромышленность комплексĕнче пулнă май Китай делегацийĕ Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă май тупăшлă çыхăнусем йĕркелесси пирки калаçса татăлнă.

 - Пушкăртстан компанийĕсем хăйсен майĕсем, сĕнĕвĕсемпе кирлĕ япаласем пирки каласа панă. Вĕсем Китай çĕршывне сахăр, ÿсен-тăран çăвĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ, тĕш тырă культурисем тата ытти продукци сутма хатĕр. Çавăн пекех Китай çĕршывĕн партнерĕсемпе пĕрле хамăр регион территорийĕнче пĕрлĕхлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр, - тет ПР суту-илÿ тата çăмăллăхсемпе тивĕçтерекен министерство ертÿçин çумĕ Рустам Байбурин.

Аса илтерме. Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров Санкт-Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Китай Халăх Республикин Ляонин провинцийĕн губернаторĕпе Ли Лэчэнпа тĕл пулса ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме, пĕрлĕхлĕ проектсене пурнăçа кĕртме калаçса татăлнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: