Раççей Правительствин 2024 çулхи июнь уйăхĕн 11-мĕшĕнчи хушăвне министрсен кабинечĕн пуçлăхĕ Михаил Мишустин алă пуснă.
Кăçалхи çуркунне Пушкăртстан Правительстви республикăра физкультурăпа спорта аталантаракан патшалăх программине çирĕплетнĕ.
Профильлĕ патшалăх программине виçĕ пĕчĕк программа – физкультура тата массăллă спорт, лаша спортне тата лаша спорчĕн шкулне аталантарасси, аслă çитĕнÿсен спорчĕ тата спорт резервне хатĕрлесси – кĕрет.
Шута илме. Иртнĕ çул Пушкăртстанра тăватă пысăк спорт центрĕ, 12 физкультурăпа сывату комплексĕ, тăрăллă пилĕк пăр арена, икĕ бассейн хăпартнă. Çавăн пекех 1000 ытла спорт лапамĕпе хоккей коробки уçнă. Кăçал 14 пысăк спорт объекчĕ хăпартаççĕ, çав шутра республика историйĕнчи чи пысăккисем – Кĕрешÿ керменĕпе Фехтовани центрĕ.