- Эсир хăвăр пурнăçăра обществăшăн, çĕршывшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçе – чи пĕчĕккисемшĕн тăрăшассине – халалланă. Эсир вĕсем кам пулассине палăртакан çăлкуç умĕнче тăратăр. Шкул çулне çитичченхи ÿсĕм – питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл малтанхи хăнăхусем илмелли, туссем тупмалли, калаçу опычĕ пухмалли, пултарулăха аталантармалли вăхăт. Çакна пурнăçа кĕртме пулăшакансем шăпах эсир. Асăннă конкурсра çĕнтерни сирĕн профессионализмăра, суйласа илнĕ ĕçĕре чунтан парăннине пĕлтерет. Юлашки çулсенче республикăри шкул çулне çитичченхи вĕрентÿ питĕ хастар аталанать. Эпир кашни çулах вăтамран 10-шар ача сачĕ уçатпăр. Пушкăртстанра ача сачĕсем профессионализм тĕлĕшĕнчен питĕ пуян. Кунта, паллах, пирĕн воспитательсен тивĕçĕ питĕ пысăк. Эпир Раççей Президенчĕ пуçарнă ача сачĕсене тĕпрен юсамалли программа хута каясса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Хальхи вăхăтра Пушкăртстан васкасах заявка докуменчĕсем хатĕрлет, - тенĕ Радий Хабиров.
Çавăн пекех регион ертÿçи республикăра уйрăм çынсем ача сачĕсем уçасси хастар аталанни, вĕсем муниципалитет шайĕнчинчен нимпе те уйрăлса тăманни пирки пĕлтернĕ. «Демографи» наци проекчĕн витĕмĕпе 2020 çултан вĕсенче 1200 хушма вырăн уçăлнă. Çулталăк вĕçлениччен тата 360 вырăн тăвĕç. Республикăра «Шкул çулне çитичченхи вĕрентÿ сертификачĕ» проекта пурнăçа ăнăçлă кĕртеççĕ.
Радий Хабиров вĕрентÿ тата наука министрне грант парассипе çыхăннă çитес çулхи конкурса уйрăм çынсен ача сачĕсенче вăй хуракансене тата кăçалхи конкурса хутшăннă 25 педагога кĕртме хушнă.
Конкурса республикăри 8 хулапа 34 районтан 151 заявка тăратнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 50 çĕнтерÿçе палăртнă. Çав шутра 28 воспитатель, 4 аслă воспитатель, 4 физкультура инструкторĕ, 6 музыка ертÿçи, 3 педагог-психолог, 5 логопед учитель.