«ПЭТ савăтсенчи сĕтпе турăха, хăймапа тăпăрча предприятийĕн çичĕ цехĕсенчен пĕринче, Октябрьск хулинче вырнаçнинче, хатĕрлеççĕ. Çакна пурнăçа кĕртес тесе кунта пурне те тĕпĕ-йĕрĕпе çĕнетрĕç – юсав ĕçĕсем ирттерчĕç, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарчĕç», - тенĕ министр хăйĕн социаллă сетĕнчи страницисенче.
Ун сăмахĕсем тăрăх, çитĕнсе çитнисем валли туса кăларакан сĕт-çу пахалăхĕ ачасене хатĕрлекеннисемпе пĕр пекех. Ăна тин суса илнĕ сĕтрен хатĕрлеççĕ. Сĕтне вырăнти хуçалăхсенчен туянаççĕ. Унта искусствăлла майпа хатĕрленĕ хутăшсем ямаççĕ.
Çĕнĕ продукцие «Сĕт кухнине» салатакан ятарлă пунктсенче, çавăн пекех вырăнти суту-илÿ сечĕн лавккисенче сутаççĕ.